Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен кӗҫех чӑн-чӑн телей пулӗ. Унта хута каякана ача пахчине «Телей» ят пама йышӑннӑ. Вӑл хулара 52-мӗш пулӗ.
Виҫӗ хутлӑ ача пахчине кӑҫал тума пуҫланӑ, унта 10 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Аукционра «СтройГрад» тулли мар яваплӑ общество 117 миллион та 538 пин тенкӗпе выляса илнӗ.
Тӗрӗссипе, ача пахчине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансемпе ирттернӗ канашлура Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбус ҫӳретес ыйтӑва хускатнӑ.
Канашлӑва яланхиллех Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Тунтикунхи планеркӑна пухӑннӑ тӳре-шара тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра ҫул-йе ҫинчи хӑрушсӑрлӑхпа, транспорт ыйтӑвӗпе, коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.
Республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышши троллейбуссем килсе ҫитмеллине пӗлтернӗ. Транспорта Шупашкара раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче илсе килесшӗн.
Троллейбуссем Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ҫула тухас шанчӑк пур. Кунта сӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулине троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки пырать.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал чи маттуррисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Шишовсем пулнӑ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, мӑшӑр пӗрле 16 ҫул пурӑнать.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутайри Барышниковсем мала тухнӑ. Мӑшӑр 5 ача ӳстерет, вӗсенчен 4-шӗ – опекӑна илнисем.
Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнчи Лакачовсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Пӑрачкаври Гуцаевсем чи туслӑ ҫемье ятне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Мӑн Куканарти Семеновсем «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Вӗсем воспитани паракан 7 ачаран 2-шӗ – опекӑна илнисем. Ҫӗрпӳри Кузьминсем ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. ОРВИпе аптӑракан та чылай. Ку эрнере ку чирпе нушаланакан 5600 тӗслӗхе шута илнӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. 100 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – ачасем.
Пульницӑна пневмонипе чирлекенсем те нумаййӑн пыраҫҫӗ. Ку чирпе аптӑракансен йышӗ ытти ҫулсенчен 1,4 хут нумайрах. Чӳк уйӑхӗнче 600 ҫынна «пневмони» диагноз лартнӑ. Ытларахӑшӗ – аслӑ ӳсӗмрисем.
ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнине кура республикӑри тӑватӑ шкулти (Шупашкарти – 1, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 шкул пирки сӑмах) тӑватӑ класра карантин пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри пилӗк вӗренӳ заведенийӗ Мускав укҫине илӗ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерствин грантне выляса илес тесе ҫӗршывӑ тӗрлӗ регионӗнчи 786 вӗренӳ заведенийӗ заявка тӑратнӑ. Веенчен 503-шне суйласа илнӗ хыҫҫӑн гранта юрӑхлисене палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енри виҫӗ техникумпа икӗ колледж.
Мускав укҫине, 206,055 миллион тенке, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Канашри педагогика колледжӗ, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗ пайлӗҫ. Тупрана учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти техникум, сӑмах май, икӗ йышши грант ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 37,05 тата 47,6 миллионшар тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи граждан тӑрӑмӗсен акчӗсене ҫыракан пайра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Пӗр ҫамрӑк мӑшӑрӑн ачи Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Анчах хӑйсем Шупашкарта пурӑннине кура ашшӗпе-амӑшӗн ачана Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫут тӗнчене килнӗ евӗр кӑтарттарас килнӗ.
Граждан акчӗсене ҫыракансене «Граждан тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 2-мӗш пункчӗ пирки ҫине тӑрса ӑнлантарса пама тивнӗ. Ача ӑҫта ҫуралнӑ, ҫапла ҫырса хураҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пурӑнни пӗлтерӗшлӗ мар.
Ҫапла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть ҫут тӗнчене килнӗ Шупашкар ачин ҫуралнӑ хутӗнче унӑн ҫуралнӑ вырӑнне «город Новочебоксарск, Чувашская Республика, Россия» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чӑваш Республики, Раҫҫей) тесе кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Республика влаҫӗ ҫакна татса памалли меслет тупнӑ: медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, спутник-хулари пӗр пульницӑна ӗҫе вырнаҫнӑ специалистсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
«Пӗрремӗш звенори ҫамрӑк специалистсене ҫулталӑкри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн 200 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗр хутчен 500 пин тенкӗ тӳлӗ тата пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерӗ», - ҫапла пӗлтернӗ медицина центрӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑвармалла: республикӑра «Ял тухтӑрӗ» патшалӑх программи те ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, ялсенчи, район центрӗсенчи пульницӑсене ӗҫе вырнаҫнӑ тухтӑрсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |